Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Патӑрьел районӗ

Ял хуҫалӑхӗ
https://vk.com сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче ӗне чи лайӑх сӑвакансен республикӑри конкурсӗ иртнӗ. Унта Красноармейски районӗнчи «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) обществӑра ӗҫлекен Екатерина Борисова ҫӗнтернӗ.

Ҫак хӗрарӑм ӗне сумалли аппаратпа ӗҫлеме лайӑх пултарать ҫеҫ мар, ку аппаратпа ӗҫлессин техникине аван пӗлет иккен. Унсӑр пуҫне теорие те ӑша аван хывнӑ.

Хӗрарӑм дояркӑра 10 ҫула яхӑн тӑрӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-225959711_601
 

Сывлӑх
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ ҫӗклеҫҫӗ. Вырӑнти администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Ӗҫе пурнӑҫлаканни ­«Строитель ПЛЮС» организаци. Халӗ унта никӗс яма тытӑнасшӑн.

Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ 2987 тӑваткал метр лаптӑкӗш пулӗ. Проектпа пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, унта тренажер, фитнес, аэробика залӗсем, универсаллӑ вӑйӑ залӗ тата ытти пулӗ.

ФОКа 2026 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн

Кӑҫал кӗркунне Ҫӗрпӳри аграри-технологи тухникумӗ 100 гектар ҫӗр ҫинче хӑмла лартӗ. Тӳрех палӑртса хӑвӑрар: республика кӑҫал хӑмла ӳстерессине аталантарма 130 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех грантсем, пӗтӗмпе 140 миллион ытла тенкӗ, парӗҫ.

Хӑмла лартмалли лаптӑка сухаланӑ ӗнтӗ. Ҫулла унта шпалерсем вырнаҫтарӗҫ, кӗркунне вара 330 пин хунав лартӗҫ. 80 гектарӗ – Тӑвай округӗнче пулӗ. Патӑрьел тата Ҫӗрпӳ округӗсенче – 10-шар гектар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/zaxarov21/5119
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Патӑрьел округӗнче икӗ ветерана «Патӑрьелӗн хисеплӗ ҫынни» сумлӑ ят панӑ. Ҫак йышра - Нурулла Велиуллович Резяпов тата Феоктист Александрович Васильев.

Уявра ҫамрӑк ареецсем ветерансен килӗ умӗнче маршпа утнӑ. Культура ӗҫченӗсем вара ҫар юррисене шӑрантарнӑ. Нурулла Резяпова вӑрҫа 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе кайнӑ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Феоктист Васильев фронта 1943 ҫулта кайнӑ. Вӑл 2-мӗш тата 3-мӗш Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Будапешта, Австрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел муниципалитет округӗнчи аграрисем ҫӗрулми лартма тухнӑ. Кӑҫал вӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку ӗҫе виҫӗ эрне маларах пуҫӑннӑ.

Округри «Хӗрлӗ знамя» ЯХПК ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пӗрремӗш кунхине, палӑртнӑ 100 гектартан 10 гектар ҫӗрулми лартнӑ.

Палӑртса хӑварар: Патӑрьел округӗнче пӗтӗмпе 535 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13679
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче Астӑвӑм кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна хатӗрлесе ҫитериччен нумай тӗпчев ӗҫӗ туса ирттернӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем документсем, сӑнӳкерчӗксем, асаилӳсем шыраса чылай ҫемьене ҫитнӗ.

Информацие тӗнче тетелӗнчи «Патӑрьел округӗнчи «Астӑватпӑр! Мухтанатпӑр!» Астӑвӑм кӗнеки» платформӑра та, хут ҫине те тултарса пынӑ. Кашни ялпа уйрӑм хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13625
 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru ҫӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru ҫӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра 958 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ку цифра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 12,7 процент нумайрах. Ун чухнехи виҫӗ уйӑхра 850 мӑшӑр пӗрлешнӗ.

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Шупашкарти загсра 264 мӑшӑр ҫырӑннӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 118, хулари Калинин тата Ленин районӗсенче — 95 тата 92. Шупашкар тӑрӑхӗнче 46 мӑшӑр ҫемьеленнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 26, Патӑрьел районӗнче — 21, Муркаш районӗнче — 20.

Мӑшӑрсенчен ытларахӑшӗ ҫемье ҫавӑрма заявленине патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ панӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнче пурӑнакан Хайрикемель Салихова 100 ҫул тултарнӑ.

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫулсенче вӑл окоп чавнӑ, ҫулсем тӑвас ҫӗрте ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та колхозра ӗҫленӗ.

Хайрикемель Фасхетдиновна Фагим Сагдтдиновичпа ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстернӗ.

Халӗ кинемей 8 мӑнукпа, 13 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13368
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускавра шеф-поварсен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари уҫӑ чемпионат иртнӗ. Кӑҫал вӑл «Крокус экспо» курав залӗнче иртнӗ.

Чӑваш Енри команда ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ. Вӑл – Патӑрьел районӗнчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_424661
 

Политика
er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ.

Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 14

1880
146
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
107
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть